Чӑваш пичечӗн кунне «Хыпар» хаҫатӑн пӗр ушкӑнӗ уява каймасси пирки пӗлтерет имӗш. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать.
Уяв, аса илтеретпӗр, ҫак шӑматкун Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче иртмелле.
Маларах асӑннӑ МИХа редакцинчи ҫӑлкуҫ «редакцинче ыйтусем малтанах пулнине», «ҫӗнӗ пуҫлӑх Валерий Туркай килсен лару-тӑру ылмашасса» шаннине пӗлтернӗ-мӗн. Халӗ унта ахаль те пӗчӗк ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ, гонорара ҫынсем курмаҫҫӗ имӗш. Хайхи ҫын «опытлӑ кадрсем» ӗҫрен кайни пирки те систернӗ пулать. Гендиректорӑн ҫумӗсем пиллӗк ҫынна ҫитсе кайнӑ иккен. «Тиражӑн самай пайӗ макулатурӑна каять», ҫавӑнпа та «хыпарҫӑсен уяв шухӑшӗ мар» имӗш.
Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пуҫланчӗ. Ҫавна май республикӑра интереслӗ проектсем пурнӑҫа кӗрӗҫ.
Ыран Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Литература тавралӑхӗ» проект пуҫланать. Унпа килӗшӳллӗн тӗнчери литература классикине юрӑ-кӗвӗ сцени ҫине кӑларӗҫ.
Кӑрлачӑн 14 тата 21-мӗшӗсенче Петр Чайковскин «Пиковая дама» тата «Евгений Онегин» оперисене куракансен умне кӑларӗҫ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче сцена ҫине Пьер Бомарше камичӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Безумный день или женитьба Фигаро» тухӗ. Вӑл Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври сценӑсем ҫинче ӑнӑҫлӑ тухать.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Севильский цирюльник» курма чӗнеҫҫӗ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче вара «Отелло» опера кӑтартӗҫ.
Паян, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкар ҫынннисем ҫутӑ шоуне курса савӑнма май пур. Ку мероприятие Раҫҫейӗн Культура министерстви пуҫарнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хулари чи пысӑк кинотеатра ҫаврӑнать. Пысӑк экран ҫинче, ун вырӑнне ҫурта хӑйне усӑ курнӑ, ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ историсене кӑтартаҫҫӗ.
Шоу 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ сехете тӑсӑлмалла. Шоупа тӳлевсӗрех киленме май пур.
Шупашкарта «Юрлакан ҫӑлтӑр» ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илнӗ. Ӑна тӑлӑх ачасене пулӑшу парас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Хулара ҫак пилӗк кунра ача ҫурчӗсенчи тата интернатсенчи 3 пине яхӑн шӑпӑрланпа вокал тата актер ӑсталӑхӗ енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗсене Евгения Лагуна юрӑҫ ертсе пырӗ.
Пӗтем тӗнчери тур темиҫе уйӑх каялла Италире старт илнӗ. Проектпа килӗшӳллӗн ыркӑмллӑх концерчӗсем темиҫе ҫӗршывра иртнӗ. Раҫҫейре вара вӑл чи пӗрремӗш Шупашкарта пулӗ.
Евгения Лагуна пӗтӗмпе Раҫҫейри 30 хулана ҫитсе курма тӗллевленнӗ. Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче Евгения Лагунӑн гала-концерчӗ иртӗ. Шупашкарти тура тӗнчери паллӑ икӗ ҫӑлтӑр та килӗ: Америкӑри дирижер тата композитор Misha Segal, тата Автралири рок-юрӑҫ Rob Meister. Вӗсем Евгения Лагунӑпа пӗрле Оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине тухӗҫ.
«Юрлакан ҫӑлтӑр» ыркӑмӑллӑх марафонӗ чӳкӗн 25, 27 тата 28-мӗшӗсенче 13 сехетре Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче пулӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче тата раштавӑн 3-мӗшӗнче вӑл Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Ун чухне те 13 сехетре пуҫланӗ.
Чӳкӗн 25-30-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗм тӗнчери Максимов ячӗллӗ опера фестивалӗ иртӗ. Фестиваль «Кармен» премьерӑпа уҫӑлӗ.
Ж.Бизен «Кармен» постановкӑна РФ тава тивӗҫлӗ артистки, Пысӑк театр ӑсти Юлиана Малхасянц тата Мускаври ӳнерҫӗ Дмитрий Чербаджи лартаҫҫӗ. Ӑна ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Ольга Нестерова ертсе пырӗ.
Тӗп рольсенче ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Ольга Вильдяева, Дмитрий Сёмкин, Иван Снигерев, Сергей Алексеев, Людмила Яковлева, Михаил Мокшанов, РФ тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Мария Еланова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Сергей Кузнецов, Иван Николаев, Татьяна Тойбахтина, Татьяна Прытченкова, Константин Москалёв, Ольга Васильева, Елена Соколова тата ыттисем вылӗҫ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Кармен сӑнарне пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ, Екатеринбургри Надежда Бабинцева калӑплӗ.
Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Дж.Пуччинин «Флория Тоска» тӗлӗнтерӗ. Кавардосси сӑнарне Эрменри солист, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Ованес Айвазян вылӗ.
Чӳкӗн 30-мӗшӗнче гала-концерт пулӗ. Унта Хорватири Сандра Пламенац, Китайри Юань Гуанцюань, пирӗн театр солисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Пермьри А.М. Горький ячӗллӗ патшалӑхӑн универсаллӑ вулавӑшӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ене опыт пухма килнӗ. Профессилле тур ят панӑ ҫулҫӳреве тухнисем Чӑваш Енри вулавӑшсемпе паллашас тӗллев лартнӑ. Республикӑн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ютран килнисене пирӗн патри ҫӗнӗлле ӗҫлени илӗртет.
Пермьри вулавӑш ӗҫченӗсем «Регионӑн культура анлӑшӗнче вулавӑшӑн хальхи вӑхӑтри аталанӑвӗн стратегийӗ» пултарулӑх лабораторийӗпе паллашнӑ, республикӑн ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшне ҫитнӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри вулавӑшра «Вырӑнти ҫынсен пурнӑҫӗнче вулавӑш вырӑн йышӑнни» мероприятие хутшӑннӑ.
Ӗҫ опычӗпе паллашнипе пӗрлех хӑнасем Шупашкар тӑрӑх курса ҫӳренӗ. Каҫхине вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Нарспи» спектакле кайса курнӑ.
Юпан 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Иккӗн — чуччу ҫинче» (авторӗ Уильям Гибсон) спектакль пулнӑ. Постановкӑна театрпа кинон паллӑ артисчӗсем Татьяна Арнгольцпа Григорий Антипенко хутшӑннӑ.
Спектакль пӗччен икӗ ҫын ҫинчен. Вӗсем ӑнсӑртран паллашаҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫынсем иккӗшӗ те расна, ҫавӑнпа вӗсем шухӑша путаҫҫӗ: иртнӗ хурлӑхлӑ пурнӑҫӗ кая юлнӑ, вӗсем пӗрле пулайӗҫ-и?
Артистсем, шел те, Шупашкарпа паллашайман. Вӗсене ҫакна тумашкӑн япӑх ҫанталӑк чӑрмантарнӑ. Ара, пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн хула йӗркене кӗрсе пырать ҫеҫ-ха. Тӗрӗссипе, Татьяна Арнгольц Шупашкарта иккӗмӗш хут. Анчах вӑл кунта пӗрремӗш хут хӑҫан пулнине астумасть. Артистсем чӑвашсен наци ҫимӗҫне тутанма хирӗҫ маррине палӑртнӑ.
Оперӑпа балет театрӗ ҫӗнӗ сезона «Нарспи» поэмӑпа уҫнӑ. 55-мӗш сезон уҫӑлнӑ чухне зал лӑк тулли пулнӑ. «Нарспи» оперӑн ҫӗнӗ варианчӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Унта халӑх йӑли-йӗркине лайӑх уҫса кӑтартнӑ. Оперӑри кӗвӗ те ҫӳллӗ шайра пулнӑ.
Актерсен тумтирӗсем те чаплӑ пулнӑ. Вӗсене йышӗнче пӗрешкелли курӑнман. Тумтире Мускаври ҫӑмрӑк ӳнерҫӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна ку ӗҫре пултарулӑх ушкӑнӗ те пулӑшнӑ.
Тумтир енӗпе ӗҫлекен ӳнерҫӗ Нина Федорова каланӑ тӑрӑх, театрта тури чӑвашсен тумтирне ҫеҫ кӑтартаймӑн. Унта — чӑваш костюмӗн паллисем.
Сцена та ҫӗнӗ тумтир «тӑхӑннӑ». Декорацисем хӑвасем пулнӑ. Вӑл кашни чӑваш ялӗнчех тӗл пулать.
Актерсем оперӑна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Константин Ефремов Тӑхтаман рольне 15 ҫула яхӑн калӑплать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку постановка ӑна ҫывӑх пулнӑ. Оперӑра Тӑхтаман — вӑй питти арҫын. Нарспи сӑнарӗ вара хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн пулса тухнӑ. Унан кӑмӑлӗ — ҫирӗп. Сетнер амӑшӗн сӑнарӗ хурлӑхлӑ пулса тухнӑ. Опера финалӗ халӗ Авалхи Грецири трагедие аса илтерет.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче сезон уҫӗ. Юбилейлӑ 55-мӗш сезон Георгий Хирпӳн «Нарспи» оперипе уҫӑлӗ.
Оперӑна Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫпе Хирпӳ чылай ҫул ӗҫленӗ. Композитор либреттӑна хӑй ҫырнӑ, оригиналти текста хӑварма тӑрӑшнӑ. Сюжетпа сӑнарсене кура ку оперӑна психологи драми жанрӗ теме пулать.
Композитор хор сценисенче фольклор темипе усӑ курнӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Ҫыхӑнура» проекта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нарспи» оперӑна чӑвашла юрлаҫҫӗ. Вырӑсла куҫару ҫук.
Республикӑри тӗллевлӗ инвестици программине пурнӑҫлама кӑҫал 67 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Тупраран пысӑк пайӗ, 25 миллион тенкӗ, Чӑваш патшалӑх филармонине лекӗ.
Кунсӑр пуҫне патшалӑх субсидийӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 15 миллион тенкӗ тивӗҫӗ, Трактор тӑвакансен культура керменне — 5 миллион, А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн мемориал комплексне — 7 миллион, А.Г. Николаев паркне — 7 миллион, Чӑваш патшалӑх пукане театрне — 10 миллион.
Халӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх истори архивӗн ҫуртне тӗплӗн юсаҫҫӗ.
Чӑваш ҫамрӑксен театрне уйрӑм ҫурта куҫарасси пирки хальлӗхе ӗмӗтленме те тӑмасть-тӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |